Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче тепӗр 5—7 кунтан ҫур акине вӗҫлесшӗн. Ҫакна паян республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура Сергей Артамонов вице-премьер — ял хуҫалӑх министрӗ ӗнентернӗ. Паянхи кун тӗлне хуҫалӑхсем тӗрлӗ культурӑна планпа палӑртнин 76,3% чухлӗ. Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Патӑрьел районӗсем уйрӑмах лайӑх ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗрулми кӑҫал 9 пин гектар йышӑнмалла. Ку вӑл — пӗлтӗрхинчен нумайрах. Сахӑр кӑшманӗн тата хӗвелҫаврӑнӑшӗн лаптӑкне чакарӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах техника культурисен лаптӑкӗ рапс, йӗтӗн тата горчица самай акнине кура пысӑкланӗ. Пӗр-пӗр хуҫалӑхра ҫур аки вӗҫленсен пушаннӑ техникӑна тепӗр хуҫалӑхсене пулӑшма ярасшӑн. Ҫак шухӑша Михаил Игнатьев Элтепер палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн уй-хирӗнче ака-суха тӑвакан, тыр-пул вырса илекен тракторист-машиниста ҫӗршыв Президенчӗн указӗпе чыслама йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута Владимир Путин ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви паян хыпарланӑ. Николай Юрьевич Тихонова «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ. Ӗҫ биографине Николай Тихонов вӑтам шкул пӗтерсен Вӑрнар районӗнчи «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) хуҫалӑхра ӗҫлеме пуҫланӑ. Салтака кайса килсен те вӑл тӑван колхозрах ӗҫленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче самана саккӑрла ҫаптарнӑ вӑхӑтра та ҫӗр ӗҫне пӑрахман. 1996 ҫулта вӑл Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн механика цехне вырнаҫнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл районти чи лайӑх комбайнер евӗр пӗрре ҫеҫ мар палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене хӗрсех акаҫҫӗ. Паянхи куна илсен, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 51,4 пин гектар акнӑ. Ку вӑл мӗнпур лаптӑкӑн 24 проценчӗ пулать. Кӑҫал ҫур каярах юлса килчӗ те, ӗҫҫи юлсарах пыни сисӗнет. Пӗлтӗр, сӑмахран, ҫак кун тӗлне 81,1 пин гектар акма ӗлкӗрнӗ. Вӑрнар тата Шупашкар районӗсенче вӑрӑлӑх кукуруза 495 гектар акса хӑварнӑ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви талӑксерен вӑтамран миҫе гектар ҫӗннине те сӑнаса пырать. Ҫак цифра 13,7 пин гектарпа танлашнӑ. Патӑрьел районӗнче планпа палӑртнин 39,5 процентне акнӑ, Комсомольски районӗнче — 36,3 процентне, Ҫӗмӗрле районӗнче — 44,3 процентне, Елчӗк районӗнче — 38,6 процентне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Вӑрмар районӗнчи фермер хуҫалӑхне тытса тӑракан пӗр этем Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствине улталаса хыснаран укҫа илнӗ. Сӑмах май, фермер — районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ. Ӗҫӗ-пуҫӗ 2016 ҫултах пулнӑ. Ял хуҫалӑх ӗҫченӗ минераллӑ удобрени илтӗ тесе суя хутсем хатӗрленӗ имӗш, ҫавна вӑл министерствӑна тӑратса хыснаран 150 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн республикӑри упарвленийӗн тӗпчевҫисем ҫиеле кӑларнӑ. Вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн фермер укҫана хыснана хӑй ирӗкӗпе тавӑрса панӑ-ха. Апла пулин те депутта-фермер ҫылӑхӗ каҫман. Фермер ӗҫне ҫывӑх вӑхӑтра судра пӑхса тухӗҫ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вырӑнти прокурор ӑна ҫирӗплетнӗ те Вӑрмар район судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Шупашкарта ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен ярмӑркки ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Ҫимӗҫсене туянас килсен «Николаевски» суту-илӳ комлексне, «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑна (унчченхи «Шупашкар» пасар), «Шупашкар» универмаг умӗнчи лапама пымалла. Ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен ярмӑрккинче аш-какай, пахча ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, кӑлпасси таврашӗ, вӑрӑсем, калчасем туянма май пур. Студентсем, нимеҫӗсем, тивӗҫлӗ канури ҫынсене сумкӑсене киле илсе ҫитерме пулӑшӗҫ. Хула администрацийӗ сутуҫӑсене вырӑнсене тӳлевсӗрех парӗ. Кӑҫал Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Куславкка тата ытти районти 10 ытла организаци ярмӑрккӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри икӗ арҫын сыр тума вӗреннӗ. Ҫак тӗллевпе вӗсем Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине ҫул тытнӑ. Унта биотехнологипе агрономи факультечӗн биотехнологипе ял хуҫалӑх продукцине тирпейлеме хӑнӑхтаракан кафедринче вӗреннӗ. «Сыр тӑвакан-ӑста» курса Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сергей Федоров тата Шупашкарти предприятисенчен пӗринче ӗҫлекен Леонид Шкирдов ҫӳренӗ. Сыр тӑвассин вӑрттӑнлӑхне вӗсем пӗр уйӑх хӑнӑхнӑ. Унтан «Академилле сыр» хатӗрлесе кӑтартнӑ. Сергей Федоров Сӗнтӗрвӑрри районӗнче халӑхран сӗт пухассипе тимлет. 1996 ҫулта вӑл ял хуҫалӑх академийӗнчен зоотехника вӗренсе тухнӑ. Леонид Шкирдов сыр цехӗн бригадирӗнче ӗҫлет. Арҫын сырӑн тӗрлӗ сортне: ҫав шутра ҫемҫисене (фермер, моцарелла), тӑварлисене (брынза, сулугуни) тата ҫурма хыттисене (качотта) тума пӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри В. Журавлев ятлӑ фермер ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑрушӑн пӑшӑрханса «Правда ПФО» интернет-хаҫата ҫыру шӑрҫаланӑ. Алла ручка тытнӑ фермер Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӳпкелеме пӑхни сисӗнет. Михаил Васильевич сӑра вӗретмелли урпа ӳстермелле тесе темиҫе ҫул каялла «мӗнпур кӗтесре» каланӑ имӗш. «Пӗтӗм республика, ҫав шутра эпӗ те сӑра вӗретмелли урпа туса илме тытӑнтӑмӑр. Анчах ӑна эпӗ те, ыттисем те пӗр килограмм та вырнаҫтарайман. Сӑра вӗретмелли урпана выльӑха панӑ», — шӑрҫаланӑ фермер. Унтан вӑл сӑра вӗретмелли тата фуражлӑх урпана апат единици виҫипе танлаштарса кӑтартнӑ. Иккӗшӗн хушшинчи уйрӑмлӑх 10 процент-мӗн. Ҫакӑ республикӑри хресчене миллионшар тенкӗ тӑкака кайса ларнӑ пулать. Фермера ӗненсен, халӗ Михаил Васильевич тата урӑх йышши ял хуҫалӑх культурисем туса илме калать-мӗн. Анчах В. Журавлев Элтепер хыҫҫӑн каймалла мар тени туйӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗрулмин ҫӗнӗ сортне лартса ӳстерес килет-и? Эппин, сирӗн курава васкамалла. Пуш уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗрулми – 2018» курав ӗҫлӗ. Унта Раҫҫейри 25 регионти 90 яхӑн компани хутшӑнӗ. Курава Беларуҫ та хӑйӗн ҫимӗҫне илсе килӗ. Курав ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑрлӑх ҫӗрулми сутӗҫ. Питӗ меллӗ: кирлӗ пулсан ӑна Шупашкарта пурӑнакансене киле ҫитиех пырса парӗҫ – тӳлевсӗрех. Нимеҫӗсем пулӑшӗҫ, 6 автотехника ӗҫлӗ. Вӑрлӑх ҫӗрулмине урамра, Николаев ячӗллӗ суту-илӳ комплексӗнче сутма палӑртнӑ. Анчах ҫанталӑк сивӗ тӑрсан сутмалли вырӑнсене урӑх ҫӗре куҫарӗҫ. Кун пирки маларах пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Юрма» агрохолдинг» тулли мар яваплӑ обществӑран 304 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. Предприяти тӑпрана вараланӑ-мӗн, ҫавна май Россельхознадзорӑн Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ суда икӗ тавӑҫ тӑратнӑ. Пӗрремӗш тавӑҫра палӑртнӑ тӑрӑх, «Юрмаран» тӑпрана сиенлетнӗшӗн 144 миллион ытла тенкӗ шыраса илмелле, тепӗр тавӑҫра вара – 160 миллион тенкӗ палӑртнӑ. Икӗ тӗслӗхре те предприятин проект хатӗрлемелле, каяшпа вараланӑ ҫӗре йӗркене кӗртмелле. Тавӑҫсене Шупашкар районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Судья шыраса илмелли укҫа виҫине пӗчӗклетме пултарать. Е сиенлетнӗ ҫӗре рекультваци тутарма йышӑнӗҫ. Пӗрремӗш ӗҫпе суд ларӑвӗ ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ, тепринпе – нарӑсӑн 28-мӗшӗнче. Аса илтерер: «Юрма» кайӑк-кӗшӗк каяшне тара панӑ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем ҫине тӑкнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче теплицӑсем пулӗҫ. Вӗсем кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталта хута каймалла. Теплицӑсенче пахча ҫимӗҫ ӳстерӗҫ. Хальхи йышши теплицӑсем тума 6 миллиард тенкӗ тӑкаклӗҫ. Шупашкар районӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центр пахча ҫимӗҫ ӳстерекен ҫынсене пухма тытӑннӑ. Теплицӑсенче ӗҫлеме пуҫлакан ҫынсене Кӳкеҫ поселокӗнче утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче «Нива» вӗренӳ центрӗнче вӗрентӗҫ. Вӗсене стипенди тӳлӗҫ, ҫул укҫине саплаштарӗҫ. Теплицӑсенче ӗҫлекенсен шалӑвӗ сахал мар пуласса шантараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, агроном 45 пин тенкӗ илӗ. Пахча ҫимӗҫ ӳстерекенсен ӗҫ укҫи 15 пин тенкӗрен кая мар пулӗ. Ӗҫе илнӗ чухне чи кирли – аллерги ҫукки. Теплицӑсенче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫлеме тытӑнасси пирки «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |